Шоркка арманне хӑт кӗртни — Шупашкар районӗнчи армансене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ирттерекен ӗҫре пулӑшасси. Эпир информаци тӗлӗшӗпе пулӑшайратпӑр.
Армансем япӑх — иккӗшӗн те тӑррийӗсем хуҫалса аннине пула хӗл хушшинче шала юр кӗрет. Ҫавна пула чи пирвайхи ӗҫ — тӑррине те пулин юсасси.
Шоркка арманӗсем — паянхи куна ҫити Шоркка ялӗнче упранса юлнӑ ҫил арманӗсем. Ял ҫывӑхнерех ларакан арманне XX ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче Александр Степанович Степанов тума пуҫланӑ. Теприне 1908 ҫулта унӑн ашшӗ, Степан Емельянович Емельянов, сутӑн илнӗ пулнӑ.
Ҫунаттисене 1968 ҫулта антарнӑ.
![]() | ![]() | ![]() |
Армансене юсама укҫа тӗлӗшӗнчен пулӑшас текенсем ҫак инҫесас номерӗпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ: 8-906-384-50-32 (Юрий Васильевич Ильин)